- Tehlikedeki Diller Dergisi
- Vol: 10 Issue: 17 - Çuvaş Special Issue
- Чăваш Республикин Вӗренӳ Тытăмӗн Хальхи Лару-Тăрăвӗ Тата Аталану Пуласлăхӗ...
Чăваш Республикин Вӗренӳ Тытăмӗн Хальхи Лару-Тăрăвӗ Тата Аталану Пуласлăхӗ
Authors : Юрий Николаевич Исаев
Pages : 359-380
View : 20 | Download : 13
Publication Date : 2020-07-13
Article Type : Research
Abstract :Статьяра Чӑваш Республикин вӗренӳ тытӑмӗ аталанӑвне кӗретлӗ тӑвакан статистика кӑтартӑвӗсене пӑхса тухнӑ, пӗтӗмӗшле (шкул умӗнхи, шкул тапхӑрӗн), професси тата хушма вӗренӗвӗн хальхи лару-тӑрӑвне çырса панӑ. Хальхи вӗренӳ тытӑмӗн тӗрлӗ шайӗнче палӑракан паянхи кӑткӑс ыйтӑвӗсене тупса куç умне кӑларнӑ, вӗсене епле татса памалли ку е вӑл çул-йӗре сӗннӗ. Регионсен вӗренӳ тытӑмӗ шайлашуллӑ аталанни Раççей Федерацийӗн вӗренӳ талккӑшне йӗркелесе пымалли витӗмлӗ вӑй пулнине ятарласа палӑртнӑ. Автор Раççей халӑхӗсен чӗлхисене аталантарма май паракан услови тӑвас пирки хӑй мӗн шухӑшланине ӑнлантарнӑ. Статьяра уйрӑмах педагогика ӗçченӗсене тӑтӑшшӑн вӗрентес ыйтӑва тимленӗ.Keywords : çын хаклӑхӗ, вӗренӳ тытӑмӗ, педагогикӑн хальхи технологийӗ, вӗренӳ талккӑшӗ, олимпиада юхӑмӗ, XXІ ӗмӗрӗн чӗнӗвӗ, вӗренӳ регионланӑвӗ (ргионланни), вӗренӳ шайӗсем, тӑтӑш вӗренӳ тытӑмӗ, тӑван чӗлхесене сыхласа аталантарасси, педагогсене методика енчен пулӑшу парса тӑ