- Tehlikedeki Diller Dergisi
- Vol: 10 Issue: 17 - Çuvaş Special Issue
- Чăваш Халăх Сăмахлăхĕ: Ĕненўсемпе Чарусене Тĕпчес Ыйтусем...
Чăваш Халăх Сăмахлăхĕ: Ĕненўсемпе Чарусене Тĕпчес Ыйтусем
Authors : Алексей Леонтьев
Pages : 387-401
View : 6 | Download : 3
Publication Date : 2020-07-13
Article Type : Research
Abstract :Чăваш халăх сăмахлăхĕнче çанталăк сăнавĕсемпе (паллисемпе) ĕненўсене, чарусене, тĕлĕксене яланах пĕр ушкăна кĕртнĕ. Çакна вĕсене халĕччен никам та тĕплĕн тĕпчеменнипе, жанрсене чикĕлеменнипе ăнлантармалла. XIX ĕмĕр вĕçĕнче Василий Магницкий асăннă пуплерĕшсене малтанхи хут ушкăнланă. XX ĕмĕрĕн пĕрремĕш çурринче ĕненўсемпе чарусене Николай Никольский хатĕрленĕ программăсемпе килĕшўллĕн йышлă пуçтарнă. Вĕсем Николай Ашмаринăн «Чăваш сăмахĕсен кĕнекинче» те нумай. 2009 çулта çак каларăшсем Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ кăларакан «Чăваш халăх пултарулăхĕ» ярăмăн «Сăнавсемпе ĕненўсем. Тĕлĕксем» кĕнекинче пичетленнĕ. Вĕсене Вячеслав Ендеров ушкăнлама пуçланă, анчах ĕçе вĕçлеймен. Çак статьяра автор ĕненўсемпе чарусене чăваш фольклористикинче пĕрремĕш хут анлăн тĕпчет, хăйĕн классификацине сĕнет.Keywords : ĕненў, чару (табу), йăла-йĕрке, мифсем, тĕпчев историйĕ, жанрсене чикĕлесси, ушкăнлав (классификаци)