- Tehlikedeki Diller Dergisi
- Vol: 10 Issue: 17 - Çuvaş Special Issue
- Н.И. Ашмарин Профессорӑн Ӑслӑлӑхри Тӗп Ӗçӗсем Тата Вӗсен Пӗлтерӗшӗ...
Н.И. Ашмарин Профессорӑн Ӑслӑлӑхри Тӗп Ӗçӗсем Тата Вӗсен Пӗлтерӗшӗ
Authors : ирина СЕМЕНОВА, эдуард ЛЕБЕДЕВ
Pages : 299-306
View : 7 | Download : 2
Publication Date : 2020-07-13
Article Type : Research
Abstract :Çак статья паллӑ ӑсчах Н.И. Ашмарин çырнӑ ӗçсене халаланӑ. Вӑл хӑйӗн ӗçӗсенче чӑваш филологийӗн тӗрлӗ пайӗсене тӗпченӗ. Вӗсен йышӗнче грамматика, литература тата фольклористика, чӗлхе историйӗ, евӗрлев сӑмахӗсем тата лексикографи палӑртса хӑварма пулать. Авторсем тӗпчевçӗн чи паллӑ та пӗлтерӗшлӗ ӗçӗсене илнӗ те вӗсен тытӑмне кӗскен ӑнлантарса панӑ. Грамматика ӗçӗсенчен чи пӗлтерӗшлисем – «Материалы для исследования чувашского языка» тата икӗ томлӑ «Опыт исследования чувашского синтаксиса» кӗнекесем. Çак кӗнекесенче ӑсчах чӑваш чӗлхин фонетикин, морфологийӗн тата синтаксисӗн хӑйне евӗр концепцине панӑ. Тепӗр монографине – «Болгары и чуваши» – чӗлхе историне халаланӑ. Кунта вӑл хальхи чӑваш чӗлхипе Атӑлçи Пӑлхар эпитафийӗсен чӗлхин çыхӑнӑвӗсем пирки çырнӑ. Ӑсчах пурнӑçланӑ ӗçсенчен чи пысӑкки та йывӑрри «Словарь чувашского словаря» пуçтарасси, йӗркелесе хатӗрлесси тата пичетлесси пулнӑ. Словаре тӗнчепе паллӑ тюркологсем пысӑк хак панӑ.Keywords : чӑваш чӗлхин грамматики, сасӑ тытӑмӗ, чӗлхе историйӗ, Атӑлçи Пӑлхар эпиграфийӗсем, евӗрлев сӑмахӗсем, синтаксис, чӑваш сӑмахӗсен кӗнеки