- Tehlikedeki Diller Dergisi
- Vol: 10 Issue: 17 - Çuvaş Special Issue
- Чăвашсен Тупмалли Юмахĕсенче Авалхи Мифсем Палăрса Юлни...
Чăвашсен Тупмалли Юмахĕсенче Авалхи Мифсем Палăрса Юлни
Authors : елена владимировна ФЕДОТОВА
Pages : 427-432
View : 9 | Download : 3
Publication Date : 2020-07-13
Article Type : Research
Abstract :Авалхи чăвашсем космогони, антропологи, зоологи енĕпе мĕнле шухăшланин палăрăмĕсем фольклорăн тĕрлĕ жанрĕсенче упранса юлнă. Статьяра тупмалли юмахсенчи мифологи палăрăмĕсене тĕпченĕ. Авалхи мифсен рудименчĕсем ытларах космогонипе çыхăннă тупмалли юмахсенче палăраççĕ. Мифологирен тупмалли юмахсен жанрне, тĕпрен илсен, илемлĕ, паха сăнарсем тата уйрăм сюжетсем куçнă. Каярах чăвашсен авалхи мифла тĕнчекурăмĕ сайра хутра христианство витĕмĕпе хутăшнă тĕслĕхсем те тĕл пулаççĕ. Хăйсен тĕп тĕллевне пула тупмалли юмахсем авалхи саманасенчех пулса кайнă реликтсене, мифологи пайрăмĕсене паянхи куна илсе çитернĕ. Тупмалли юмахсенче халăхăн ĕмĕрсем хушши пуçтарăнса пынă ăс-хакăлĕ палăрать.Keywords : чăваш халăх сăмахлăхĕ, тупмалли юмахсем, мифсен палăрăмĕсем